Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ефимов Вадим Петрович

Ефимов Вадим Петрович — чӑваш политикӗ, 2012 ҫултанпа культура министрӗ. 1973 ҫулхи юпан 17-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Курнавӑш ялӗнче ҫуралнӑ.

Авланнӑ, икӗ ача пӑхса ӳстерет.

Пурнӑҫӗ

2000 ҫулта И.Н. Улбянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетне вӗренсе пӗтернӗ.

1992–1994 ҫулсенче хӗсметре пулнӑ.

1999–2002 ҫулсенче Культура, национальноҫсемпе архив ӗҫӗн министерствинче вӑй хунӑ, ертсе пыракан специалист шутланнӑ.

2002–2005 ҫулсенче Вырӑс драма театрӗн ертӳҫи вырӑнне йышӑннӑ. Ун хыҫҫӑн икӗ ҫул хушши Шупашкар администраци пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе тата халӑхпа ҫыхӑну тытакан ҫумӗ пулнӑ. 2007 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче ӑна Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн ертӳҫине лартнӑ.

2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа Чӑваш Республикин культура, национальноҫсемпе архив ӗҫӗн министрӗ вырӑнне йышӑнать.

Пултарулӑхӗ

Ҫитӗнӗвӗсем

2011 ҫулта ӑна Раҫҫей Федерацийӗн культура министерствин Хисеп грамотипе чысланӑ.

Каҫӑсем


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2015-03-19 12:56:04 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5469 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем